Юр шывӗпе хӗл каҫасран шикленеҫҫӗ

Шывсӑр юлас мар тесе Муркаш районӗнчи Мӑн Токшикре пурӑнакансем ял варринчи ҫӑла тирпейленӗ. 

Хӗрарӑмсем пусӑ тунӑ ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ - ку видео социаллӑ тытӑмсенче сарӑлса нумай шав ҫӗклерӗ. Шывсӑр юласран шикленсе Мӑн Токшикре пурӑнаканасем урам варринчи ҫӑла чӗртме пуҫтарӑннӑ. Пусса ял халӑхӗ пӗр кунта тирпейленӗ: ҫӗрсе пӗтнӗ пурана бетон кӑшӑлсемпе улӑштарнӑ. Вӑй питти ар ҫынсемпе пӗрле ку ӗҫе ыттисем те кам мӗн пултарнӑ таран хутшӑнас тенӗ. Шыв нуши юлашки ҫулсенче уйрӑмах палӑрать, теҫҫӗ ялта пурӑнакансем. Ҫавӑнпа килти пусӑсемпе пӗрле урам варринче тахҫанах чавнисем те усӑсӑр лармаҫҫӗ.

Ирина Николаева, Игорь Ульянов