Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен республикӑра электроэнерги, газ тата ӑпӑр-тапӑр турттарса тухнӑшӑн хаксем ӳсӗҫ

Улшӑнусем пирки конкурентлӑ политика тата тариф ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх службинче тӗплӗн ӑнлантарса пачӗҫ. 

Газшӑн хулара та, ялта та пӗр пек хак ҫирӗплетнӗ. "Кӑвак ҫулӑмӑн" кубла метрӗ юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 9 тенкӗ те 11 пус пулать. Киловатт электроэнергишӗн хулара пурӑнакансен ялтисенчен ытларах кӑларса хума тивӗ. Ӑпӑр-тапӑр турттарса тухассишӗн республикӑра пӗр оператор яваплӑ. Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ольга Александрова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак пулӑшу ӗҫӗшӗн хваттерте пурӑнакансен пӗр ҫын пуҫне 139 тенкӗ те 55 пус, уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен 149 тенкӗ те 85 пус тӳлемелле пулать. Пӗлтӗр Канаш тӑрӑхӗнче ӑпӑр-тапӑр тирпейлемелли комплекс хута янӑ. Унта йӑла каяшне юнашарти виҫӗ округран турттараҫҫӗ. Вӑл ҫулталӑкне 30 пин тонна ӑпӑр-тапӑр пӑрахӑҫлама май парать.

Ҫав хушӑрах ҫемье коммуналлӑ тӳлевсемшӗн мӗн пур тупӑшран 22 процент е ытларах тӳлет пулсан субсиди тивӗҫме пултарать. Унчченхи пекех хӑшпӗр ушкӑнри граждансем валли ҫӑмӑллӑхсем пӑхса хунӑ. Кӑҫалхи 8 уйӑхра вӗсемпе республикӑри 272 пин ҫын усӑ курнӑ. Пурӗ тӑкаксене 1 миллиард та 378 миллион тенкӗлӗх саплаштарнӑ. 

Республикӑри тариф службинче палӑртнӑ тӑрӑх, йӑлари пулӑшу ӗҫӗсен хакӗсем ӳснӗ хыҫҫӑн та ку кӑтартусемпе пирӗн республика Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти регионсемпе танлаштарсан варринче пулӗ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров