Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансене ҫак ыйту эрне ытла ӗнтӗ канӑҫ памасть. Ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем тулса кайнипе ӑпӑр-тапӑр куписем юнашар ӳссе ларнӑ. Кун пек ӳкерчӗк кашни ҫурт картишӗнче. Культура керменӗ ҫумӗнче те тасамарлӑх хуҫаланать.
Шупашкарти Репин урамӗнче пурӑнакансем вара контейнерсенче вырӑн ҫуккипе, ӑпӑр-тапӑра килӗнче пухса пыраҫҫӗ. Хӑҫан та пулин ку тӑрӑха ятарлӑ техника ҫитессе шанаҫҫӗ. Хула ҫыннисем пӗрре мар ӗнтӗ ҫӳп-ҫап турттаракан пӗрлешӗве шӑнкӑравланӑ. Анчах та ӑнлану тупайман.
Салтавӗ мӗнре? Утӑ уйӑхӗнче ҫӳп-ҫап турттарассишӗн яваплӑ "Ситиматик" компани аукцион ирттернӗ - конкурс йӗркипе 13 подрядчике суйланӑ. Тӗп хулари Ленин районӗнчи тата Шупашкар округӗнчи ӑпӑр-тапӑра илсе тухма Канаш тӑрӑхӗнчи компание шаннӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Документсем тӑрӑх ҫын та, техника та ҫителӗклӗ. Кӗҫех ҫакӑ суя пулни ҫиеле тухнӑ.
Пухӑннӑ ҫӳп-ҫап куписене виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ "Ситиматик" компани хӑйӗн вӑйӗпе турттарать. Канаш тӑрӑхӗнчи подрядчикпе килӗшӗве юн кун пӑрахӑҫланӑ. Тӗп хулари Ленин районӗнче 18 техника ӗҫлет, Шупашкар округӗнче - 6. Пурӗ ӑпӑр-тапӑр пухмалли 1700 яхӑн вырӑна ҫитмелле вӗсен. Ҫак тӗллеве кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама шантараҫҫӗ. Халӑхран килекен ҫӑхавсем вара тимлӗхсӗр юлман. Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑх министерстви тата патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Тасалӑхшӑн яваплӑ пӗрлешӗве административлӑ явап тыттарнӑ. Ӳлӗмрен ҫакӑн пек пӑтӑрмах татах та пулсан, килӗшӗве унпа та пӑрахӑҫлама тивӗ, пӗлтерчӗҫ вырӑнти влаҫсем.
Сӑмах май, Вӑрнар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта та ҫӳп-ҫап савӑчӗсем тулса кайнӑ. Шупашкарти пек ан пултӑрччӗ, теҫҫӗ вӗсем.
Вероника Павлова, Дарья Петрова, Екатерина Янгалакова, Андрей Шоклев