Ялсенче хуларинчен кая мар хӑтлӑ майсем пулаҫҫӗ

Шупашкар ҫумӗнчи Алькешра халӑх пуҫарӑвӗпе кӑҫал харӑсах 5 урамра канализаци тумалла.

Аталанса пыракан ялсенче хулари пекех коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсем пурри ҫын пурнӑҫне самай лайӑхлатать. Алькешсем те Шупашкарпа пӗрлешсе пынӑ май тахҫанах ҫутӑ ӗмӗтсемпе пурӑнаҫҫӗ. Кунта кашни ҫуртра тенӗ пекех газ, шыв тата ытти ҫӑмӑллӑхсем пур. Пӳртри каяшсем вара кашнин хӑйсен хуҫалӑхӗнчи ятарлӑ шӑтӑксене юхса тухаҫҫӗ. Ҫавна май ялта йывӑр сывлӑш сарӑлни нумай ҫынна канӑҫсӑрлантарма пуҫланӑ. 2016-мӗш ҫулта алькешсем кашни килрен 8-9 пин тенкӗ пухса пулас канализаци проектне тума пуҫланӑ. Проект хатӗрлесе экспертиза тухмашкӑн миллион тенке яхӑн укҫа кайнӑ. Ҫуррине ял-йыш тӳленӗ. Ыттине патшалӑх саплаштарнӑ. 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин, Дмитрий Макаров