Выльӑха мар, ҫынсене ӗҫме те ҫитмест

Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакансем шыв ыйтӑвӗ ҫивӗчленнипе халӑх пуҫарӑвӗн программине хутшӑннӑ. 

Любовь Скворцова хуҫалӑхӗнчи ҫӑл ҫурла уйӑхӗнчех типнӗ. Тасатни те усӑ пулман. Йӗпе-сапара шыв темиҫе кунлӑха пухӑннӑ та кайран каллех пӗтнӗ. Кил хуҫи хальлӗхе ачисем тӗп хуларан е кӳршӗ районтан илсе килнипе е ҫумӑр шывӗпе пурӑнкалать. Ытти хуҫалӑхра та ҫакнашкал лару-тӑру. Ялти чи тарӑн ҫӑлсем те шывсӑр юлнӑ. Ҫивӗч ыйтӑва татса парас тесе уйпуҫялтӑрасем халӑх пуҫарӑвӗн программине хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Патшалӑх пулӑшнипе кивелнӗ шыв башнипе скважинӑна тата пӑрӑхсене ҫӗнетме шут тытнӑ. Ку тытӑм хӑй вӑхӑтӗнче колхозӑн шутланнӑ, анчах та хуҫалӑх салансан никам пӑхса тӑманнипе юхӑннӑ. Вырӑнти влаҫсем халӑх шухӑшне ырланӑ. Шутланине пурнӑҫа кӗртме кашни килтен 6-шар пин тенкӗ пуҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне шыва магистральтен ҫурт патне ҫитермелли хатӗрсене харпӑр хӑйӗн туянмалла пулнӑ. Ҫынсем пӗри те хирӗҫлемен. Подряд организацийӗ ӗҫе ҫурла уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Ӗҫсем кал-кал пырсан, шыв тытӑмне графикрен маларах - раштав уйӑхӗ тӗлне хута яма палӑртаҫҫӗ. 

Леонид Петров