Вӗсен ӗҫӗ хӗлле уйрӑмах йывӑр

Шупашкарти Мускав районӗнче "Чи лайӑх дворник" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн ҫуртсене пӑхса тӑракан 9 компанирен заявка панӑ.

Галина Ефимова картиш тирпейлессипе 6-мӗш ҫул тӑрӑшать. Ирхи 4-ра тӑрса Чернышевски урамӗнчи 34-мӗш ҫурт таврашне тасатма васкать. Ҫынсем вӑранса тухиччен подъездсен умне, сукмаксене юртан хырать. Унччен Галина Германовна 33 ҫул Етӗрне районӗнчи потребительсен пӗрлешӗвӗнче вӑй хунӑ. "Ӗҫсӗр пӗрре те ларма хӑнӑхман", - тет. Кунта пурӑнакансем Галина Германовнан ӗҫӗпе кӑмӑллӑ. Вӑл Мускав районӗнчи кӑрлач уйӑхӗнчи "Чи лайӑх дворник" ята тивӗҫрӗ. Ӑна  ҫакна ҫирӗплетекен диплом тата чечек ҫыххи парса саламларӗҫ. Тӗп парне вара - 20 пин тенкӗ преми. 


Диана Иванова, Виктор Степанов