Тинех яла кӗтнӗ савӑнӑҫ ҫитрӗ

Ялсем аталанччӗр тесен вӗсенче хӑтлӑ майсем йӗркелемелле. Акӑ, Комсомольски тӑрӑхӗнчи Чӗчкенре пурӑнакан 800 яхӑн ҫын патне те ырлӑх ҫитрӗ. Унта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура шыв башнисене уҫрӗҫ. Вӗсене патшалӑх программи пулӑшнипе хута янӑ. 

Чӗчкен ялӗнче 240 ытла ҫурт. Кунта пурӑнакансем шыв ҫителӗксӗррипе чылай ҫул нушаланнӑ. Кил-тӗрӗшре усӑ курма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та кансӗр пулнӑ. Тинех, яла тахҫантанпах кӗтнӗ савӑнӑҫ ҫитнӗ. Шывпа тивӗҫтерекен башньӑсене хута яни ку ыйтӑва татса пама пулӑшнӑ. 

Республикӑра ятарлӑ программӑсемпе хастар усӑ кураҫҫӗ, тӗрлӗ проект вӑя кӗртеҫҫӗ. Ҫакӑн валли кӑҫал кӑна 7 миллиард ҫурӑ тенкӗ инвестици явӑҫтармалла. Вӑл шутра вӗренӳ, культура тытӑмӗсенче, сывлӑх сыхлавӗнче объектсем хута яраҫҫӗ, ҫулсем сараҫҫӗ тата ытти те. "Халӗ ялсенче темӗн те тума пулать. Ҫакӑн валли бизнеса аталантармалла, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле тата демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалла. Чӗчкен ялӗнче ку енӗпе пӗтӗмпех аван", - палӑртрӗ вице-премьер - ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов. 

Комсомольски тӑрӑхӗ - ялсенче вӑя кӗртекен программӑсене чи хастар хутшӑнакан округсенчен пӗри. Кӑҫал кунта пурӗ 53 проект пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӑл шутра икӗ парк хута янӑ, машинсемпе велосипедсем лартмалли вырӑнсем тунӑ тата ытти те. Пӗлтӗр вара Чӗчкен ялӗнчи ҫӗнӗ урама электричествӑпа газ кӗртсе панӑ. Халӗ паха шыв та пур. 

Яла пырса кӗнӗ ҫӗрте лартнӑ икӗ башня кунти халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерме ҫителӗклӗ. Шыв пулни хӑрушсӑрлӑх енчен те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов