Тӗп хулари юр куписене Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона турттараҫҫӗ

Ҫитменлӗхсем пур, ҫапах та коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче тӑрӑшакансем ҫулсемпе картишсене юртан вӑхӑтра тасатма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумай пулмасть тӗп хулари юр куписене Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона турттарма пуҫланӑ. 

Тӗп хула урамӗсене "Дорекс" компани тирпейлесе тӑрать. Кунсерен 92 техника ӗҫе тухать. Унсӑр пуҫне 100 ытла ҫын тӑрӑшать. Ҫулсем пӑрланнине хирӗҫ кӗрешме 50 пин тонна тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ хатӗрленӗ. Пӗтӗм техникӑна Глонасс тытӑмпа ҫыхӑнтарнӑ. Ку вӑл мӗнле трактор-машин ӑҫта пулнине пӗлме май парать. Ҫавӑн пекех ӗҫ пахалӑхне те тӗрӗслеме пулать. Пухӑннӑ юра халӗ тӗп хулара ятарлӑ хатӗрпе ирӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ӑна кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона турттарма пуҫланӑ. Кунта юр тиенӗ машинсем черет тӑраҫҫӗ. Чи малтанах вӗсен йывӑрӑшне виҫеҫҫӗ. Унтан техникӑна малалла кайма ятарлӑ пропуск параҫҫӗ. Полигонра юр купи тем чухлех. Кунта вӑл ҫуркунне хӑйех ирӗлет. Шыв ятарлӑ пӑрӑхпа тасатмалли сооруженине юхса каять. Каяшсем вара ҫакӑнтах юлаҫҫӗ. Ку лаптӑка ятарласа хатӗрленӗ. Ҫавӑнпа та экологие нимӗнле сиен те пулмасть.

Диана Иванова, Андрей Шоклев