Тӗп хулара пурӑнакансем ҫӗнӗ лифтсене хӑнӑхаҫҫӗ

Шупашкарта нумай хутлӑ ҫуртсенчи кивӗ лифтсене ҫӗннисемпе улӑштарас ӗҫ малалла пырать. Кӑҫал кӑна хулара 18 ҫуртри ҫӗклекен 59 хатӗре улӑштармалла. 

Хусанкай урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра пурӑнакансем иккӗмӗш кун ӗнтӗ ҫӗнӗ лифтсемпе усӑ кураҫҫӗ. Малтанхисем ытла та кивелсе кайнӑран хӑлтӑр-халтӑр туса ҫеҫ уҫӑлкаласа хупӑннӑ. Ҫӗннисен алӑкӗсене вара сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗрех пултӑр тесе сарлакарах тунӑ.

9 хутлӑ икӗ подъездлӑ ҫуртра 217 хваттер. Вӗсенче халӗ 500-е яхӑн ҫын пурӑнать. 1-мӗшпе 2-мӗш хутран ҫӳлереххисем пурте лифтсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсене ҫӗннисемпе улӑштарма кӑҫал 3 миллион та 600 пин тенкӗ тӑккаланӑ. 

Хӑш-пӗр ҫынсем вара ҫӗнӗ лифта ӗҫлеттерсе янӑ кунах шар курма та ӗлкӗрнӗ. Вӗр-ҫӗнӗскер вӑхӑт-вӑхӑтпа силленсе илнине, хушӑран вара чарӑнсах ларнине калаҫҫӗ.

Лифта вырнаҫтаракансем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кунта пӑшӑрханмалли сӑлтав ҫук. Электроникӑллӑ ҫӗнӗ япала йӗркеллӗ ӗҫлесе кайиччен кӑштах вӑхӑт иртмелле. Лифтра хупӑнса ларнӑ чух шалта сывлӑш ҫитменни вара пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе те ҫыхӑннӑ. Кун пек чухне кирлех пулсан ятарлӑ сывлӑш уҫӑлтаракан хатӗрсем вырнаҫтарма пулать. Проектсене вара лифтсене улӑштаракансем хӑйсем тӑваҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, палӑртнӑ ӗҫсем хулара кал-кал пыраҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров