Тӗп хулара кӗркуннеччен 20 ытла ҫурт картишӗ йӗркене кӗртмелле

Шупашкарта ҫурт картишӗсене тирпей-илем кӗртмелли программа пурнӑҫланать. Юсав валли 319 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ пулсан, вӗсенчен 3 миллион та 200 пин тенки - хула ҫыннисем пухнӑ укҫа. Ытти - республикӑпа вырӑнти бюджетсенчен.

Гузовски урамӗнчи 20-мӗш, 22-мӗш, 24-мӗш тата 28-мӗш ҫуртсен картишӗнче тинех ырӑ улшӑнусем пулӗҫ. Тӑкаксен 1 процентне таврари ҫуртсенче пурӑнакансем саплаштараҫҫӗ. Кашни ҫын пуҫне 250-шар тенкӗ пуҫтарнӑ. Кунти ҫуртсене иртнӗ ӗмӗрен 70-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ. Картишӗнче нихӑҫан та тротуар пулман. Унччен утса ҫӳреме кансӗрччӗ, халӗ тинех меллӗ пулӗ, теҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Подряд организацийӗ ӗҫе ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн варринче объекта хута яма шантараҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кунти лару-тӑрупа паллашрӗ. Пӗтӗм ӗҫе халӑхпа килӗштерсе тумаллине каларӗ. 

 

Алена Артемкина, Михаил Солин