Тӗп хулара икӗ микрорайона ҫыхӑнтаракан утма ҫула ҫутӑпа тивӗҫтернӗ

Кашни ҫулах тӗп хулара ҫӗнӗ урамсене ҫутӑпа тивӗҫтерме 5 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ҫапла кӑҫал 5 объектра ҫак ӗҫе тумалла. Ырӑ улшӑнусене пӗрремӗш "Садовый" микрорайонта пурӑнакансем кӗтсе илчӗҫ.

Ҫак сукмак "Садовый" тата "Байконур" микрорайонсене ҫыхӑнтаракан чи кӗске ҫул. Ҫавӑнпа унпа ҫӳрекен ир те, каҫ та йышлӑ. "Садовӑйра" пурӑнакан ачасем ҫак ҫулпа Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне шкула каяҫҫӗ, аслисем те обществӑлла транспорт чарӑнӑвне Байконура утаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫынсем темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫак вырӑнта ҫутӑ пулманнипе нушаланнӑ. Садовый микрорайонта пурӑнакансем пӗрре мар ку ҫивӗч ыйтупа хула администрацине тухнӑ. Кӑҫал тинех лару-тӑру ырӑ енне улшӑннӑ. Малтан кунта кашласа ларакан йывӑҫсене касса тирпейленӗ, унтан ҫутӑ илсе ҫитернӗ. 

 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов