Энгельс урамӗнчи пӑрӑхсем раштавӑн 6-мӗшӗнчех ҫурӑлнӑ. Унтанпа эрне ытла иртнӗ, юсав ӗҫӗсем вара халӗ те вӗҫленмен. Объектшӑн "Т Плюс" пӗрлешӳ яваплӑ. Компанире пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ тытӑмне ҫийӗнчех юсама пуҫланӑ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула ӗҫ вӑраха кайнӑ.
"Материалсемпе йывӑрлӑхсем ҫук, пӗтӗмпех ҫителӗклӗ," - пӗлтереҫҫӗ "Т Плюс" компанире. Ҫитес вӑхӑтра ӗҫе вӗҫлеме шантараҫҫӗ вӗсем. Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫакна та палӑртрӗҫ: ӑшӑ тытӑмӗ ҫывӑхӗнче пӗлӳ ҫурчӗ вырнаҫнӑ, юсав пынӑ лаптӑк вӗренекенсемшӗн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ун таврашне кирлӗ пек пӳлмен, шкул ачисем вара чавнӑ шӑтӑксем ҫывӑхӗнче выляҫҫӗ. Тата тепӗр пысӑк авари Мускав проспектӗнче иртнӗ ытлари кун пулнӑ. Юсава пула кунти ҫула пӗр енчен хупнипе машинсене иртсе ҫӳреме чӑрмавлӑ. "Лаптӑкри ӗҫсене рабочисем вӗҫленӗпе пӗрех", - пӗлтереҫҫӗ яваплӑ пӗрлешӳре.
Раҫҫей халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, канмаллли кунсенче Мускав проспектӗнчи ӑшӑ тытӑмне йӗркене кӗртсе пӗтернӗ, Энгельс урамӗнче вара юсав малалла пырать. Лару-тӑрӑва эпир те асӑрхасах тӑрӑпӑр.
Елена Дмитриева, Святослав Петров