Тӑхтав хыҫҫӑн Шупашкарти чылай ҫурта ҫӗнетме пуҫланӑ

Кӑҫал тӗп юсав программипе Шупашкарти 110 ытла ҫурт тӗпрен юсамалла. Подрядчиксене суйлас тӗлӗшпе 60 ытла аукцион ирттернӗ.

Тӗп хулри Ленин проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртра пуш уйӑхӗнче юсав пуҫланнӑ. Ӗҫе ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Кунта 8 рабочи вӑй хурать. Пандемие шута илсе санитари йӗркине пӑхӑнса пурте маскӑпа. Сӑмах май ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче коронавируса пула ӗҫсене пӗр вӑхӑтлӑх чарма тивнӗ. Регионти строительство министерстви ирӗк панипе халӗ юсав малалла пырать. Ҫурта 1960-мӗш ҫулта хӑпартнӑ. Унтанпа кунта тӗп юсав пулман. Тӑррине пӗрремӗш хут улӑштараҫҫӗ.