Шыв ыйтăвĕ татăлассине пысăк шанăçпа кĕтеççĕ

Правительство çуртĕнче халăха шывпа тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Ӗҫмелли шывсӑр юлтӑмӑр тесе ял ҫыннисем пирӗн редакцие юлашки вӑхӑтра ҫине ҫинех шӑнкӑравлаҫҫӗ.Кун пирки ҫынсем социаллӑ сетьри ушкӑнсенче те тӑтӑшах ҫыраҫҫӗ. Регион управленийӗн центрӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере кӑна ҫавнашкал 112 хыпар шута илнӗ. Ытларах Вӑрмар, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр. Шыв ыйтӑвӗ республикӑри нумай ялта ҫивӗч тӑрать. 

 


Екатерина Фомина