Шыв башнисемпе скважинисене юсама муниципалитетсене республика бюджетӗнчен 200 миллион тенкӗ уйӑрнӑ

Укҫа тивӗҫекенсене конкурс ирттерсе палӑртнӑ.

Ялсене шывпа тивӗҫтерес ыйту нумай ҫӗрте ҫивӗч тӑрать. 70-80-мӗш ҫулсенчех лартнӑ шыв башнисене тахҫанах тӗпрен юсама вӑхӑт ҫитнӗ. Кӑҫал Строительство министерстви конкурс ирттернӗ. Унта 20 муниципалитет 273 заявка тӑратнӑ. Комисси башньӑсемпе скважинӑсем мӗн чухлӗ процент юхӑннине, муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнине шута илнӗ. 

 


Екатерина Фомина, Екатерина Храмкина, Виктор Степанов