Лапсарти культура ҫуртне уҫнӑ уява 1982-мӗш ҫулта Совет Союзӗн 2 хут Геройӗ Андриан Николаев хутшӑннӑ. Кӗҫех кунта курӑмлӑ та ырӑ улшӑнусем пулса иртмелле. Ҫурт лаптӑкӗ 2 пине яхӑн тваткал метр йышӑнать. Пысӑк ӗҫ тума Шупашкар хыснинчен 2 миллион та 600 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Часах юсавҫӑсен ӗҫ шавӗпе Шупашкарти Элли Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ӳнер шкулӗ те тулӗ. Вӑл 3 уйӑха тӑсӑлмалла. Ҫак хушӑра 400-е яхӑн ҫамрӑк художник каникулта пулӗ. Кунта упранакан фонда вара ытти искусство учрежденийӗсене куҫарӗҫ.
Ҫу уйӑхӗ тӗлне подрядчик Трубина Мархви ячӗллӗ библиотекӑри юсава вӗҫлеме палӑртнӑ. Ӑна ҫӗнетме ҫӗршыв хыснинчен 5 миллион, хула бюджетӗнчен 11 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Строительсем ӗҫе пуҫӑннӑ та ӗнтӗ.
Алиса Александрова, Елена Михайлова, Вадим Владимиров