Шупашкарти Энгельс урамӗнче 5 хутлӑ ҫурт стени ишӗлме пуҫлани тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ

Следстви шухӑшӗпе, ҫакӑ ҫурта пӑхса тӑракан компани хӑйӗн тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫламаннипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакнашкал лару-тӑрӑва лекнӗ пӳртсем татах та пур.

Шӑп та лӑп ҫак ҫуртра пуш уйӑхӗнче витӗрех йӗпеннине пула пич енӗн стени ишӗлнӗ. Юсав ӗҫӗсене халӗ кунта "Город" компани ирттерет. Кирпӗчӗн пӗр пайне сӳтнӗ, ҫӗнӗрен купаласа ҫирӗплетнӗ. Пӑтӑрмах мӗн сӑлтавпа тухни паллӑ. Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, йывӑрлӑха татса парас тесен ҫурт тӑррине тӗпрен юсамалла. Ҫакна вара чылай кӗтес пулать. 2008-мӗш ҫулта ҫивиттине урӑх компани тӗпрен юсанӑ. Технологие пӑхӑнмасӑр ӗҫленине пула 3 ҫултанах витӗрех шыв кайма пуҫланӑ. Пӗрмай нӳрӗк тӑнӑран йывӑҫ конструкци ҫӗрсе кайнӑ. "Ку пӗр кунта сиксе тухнӑ ыйту мар, ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компани малтан курмӑша пулнӑ, халӗ юсав ирттермелли сметӑра пысӑк хак палӑртать. 2008-мӗш ҫулхи юсав хыҫҫӑнхи ҫитменлӗхсене пӗтерме пирӗн 9 миллион тенкӗ пуҫтарса памалла", - теҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Сӑмах май, ку вӑл Шупашкарти пӗртен-пӗр нушаллӑ пӳрт мар. Ҫурт-йӗр патшалӑх инспекцийӗнче 4 адрес шута илнӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов