Ветерансем валли экскурси предприяти ертӳҫи ирттерчӗ, ҫитес вӑхӑтра тумалли ӗҫсемпе паллаштарчӗ. "Водоканал" станцине 1969-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа хӑш-пӗр агрегатсене пӗртте улӑштарман. Ҫавна май вӗсем юхӑнса ҫитнӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Республики станцине реконструкцилеме 2 миллиард ытла тенкӗлӗх пулӑшӑва тивӗҫнӗ.
"Водоканал" талӑкӗпех пӗр чарӑнми ӗҫлекен пӗрлешӳ - ӑна чарса лартма май ҫук. Ҫавӑнпа юсава пайӑн-пайӑн тӑваҫҫӗ. Тӗп тӗллев - аварисен шутне чакарасси, ҫынсене шывпа кӑлтӑксемсӗр тата туллин тивӗҫтересси. Юсав "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.
Ку станци Шупашкарта пурӑнакан 500 пине яхӑн ҫынна таса шывпа тивӗҫтерет. Хваттерсене ҫитиччен вӑл темиҫе тапхӑр витӗр тухать. Пӗрлешӳре шыв пахалӑхне кашни кунах хальхи йышши приборсемпе тӗрӗслеҫҫӗ.
Ветерансем пурнӑҫшӑн пӗлтерӗшлӗ объектсене ҫӗнетни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Хатӗрсене улӑштарни вара хула ҫыннисене шывпа талӑкӗпех туллин те чӑрмавсӑр усӑ курма май парӗ.
Реконструкци йӗркипе килӗшӳллӗн, 2027-мӗш ҫулта насус станцине ҫӗнетсе пӗтермелле. Ун хыҫҫӑн тепӗр тапхӑр пуҫланмалла. Модернизацирен кранри шыв пахалӑхӗ ҫеҫ мар, хулан пур коммуналлӑ тытӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗ килет.
Оксана Верликова, Денис Афанасьев








