Шупашкарта пурӑнакансем юр куписемпе кӑмӑлсӑр

Ҫынсен сӑмахӗпе, коммуналлӑ хуҫалӑхра тӑрӑшакансем хӑйсен тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаҫҫӗ. 

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа юр тӑвӗсене Шупашкарта кашни утӑмра сӑнама пулать. Вырӑнти влаҫсене яваплӑрах пулма хистесе ҫынсем социаллӑ тытӑмра кашни кун тенӗ пекех сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 64-мӗш шкул ҫумӗнчи лаптӑка тимлӗх уйӑрма ыйтаҫҫӗ. Тӑвайккисем ҫул икӗ енӗпе ӳссе ларнӑ, водительсем ачасене курмасан та пултараҫҫӗ, тет ашшӗ-амӑшӗ. Машинпа ҫӳрекенсем те авари пуласран шикленеҫҫӗ. Юр куписемпе Улатӑр, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Патӑрьелте пурӑнакансем те кӑмӑлсӑр. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа регион управленийӗн центрӗнче 160 ытла ыйту тишкернӗ. Ҫак кунсенче вара Шупашкара тинех юр ирӗлтермелли хатӗр ҫитнӗ. 

Вероника Павлова, Святослав Петров