"Салют" культура керменӗ хыҫӗнчи ача-пӑча лаптӑкне пӗлтӗр кӗркунне хута янӑ. Вӑл тӳрех аслисен те, кӗҫӗннисен те юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ. Вылямалли хатӗрсем, ларса канмалли тенкелсем, ӑпӑр-тапӑр пӑрахмалли савӑтсем - йӑлтах ҫӗнӗ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем илемсӗрленме пуҫланӑ. Унта-кунта маркерпа ҫырнисем, ӳкернисем курӑнма тытӑннӑ. Ӳкерчӗксен ытларах пайне тасатнӑ. Вӗсем тата ытларах пулнӑ. Кунта "Зеленстрой" пӗрлешӳ тирпей-илем тытса тӑрать. Киревсӗр ӗҫе камсем тунине тупса палӑртма пулать. "Хӑрушлӑхсӑр хула" программӑпа "Салют" культура керменӗ йӗри-тавра 16 видеокамера вырнаҫтаранӑ. Айӑплисене палӑртсан явап тыттарма пултарӗҫ. Хула администрацийӗнче аса илтереҫҫӗ: урамра ҫырма тата ӳкерме Шупашкарта ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсем пур. Кун пек ҫӗрте вара - юрамасть.
Алена Артемкина, Димитрий Макаров