Шупашкар тӑрӑхӗнчи Янашкассинче коммуналлӑ аварипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑха пӗтернӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Янашкассинче виҫӗ урам шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫак пӑтӑрмах башня ӳкнине пула сиксе тухнӑ. Телее, ҫитменлӗхе темиҫе кунтанах пӗтерме май килнӗ. 

Янашкасси ялӗнчи шыв башнине 1981-мӗш ҫулта хута янӑ. Вӑл куллен 130 ытла ҫынна шывпа тивӗҫтернӗ. Ҫак кунсенче шартлама сивӗ тӑнине тата кивелнине пула вӑл юрӑхсӑра тухнӑ, ишӗлсе аннӑ. 
Вырӑнти влаҫпа подряд организацийӗ йывӑрлӑха темиҫе кун хушшинче пӗтерме пултарнӑ. Канашлура башньӑна ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнин усси ҫуккине палӑртнӑ. Ун вырӑнне халӗ шыв насусӗ вырнаҫтарнӑ.   
Ҫак вӑхӑтра ял ҫыннисем пачах та шывсӑр ан юлччӗр тесе юнашарти урамра вырнаҫнӑ колонкӑпа усӑ курнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем патне шыв илсе килсе парассине те йӗркеленӗ. Ял халӑхӗ те аварие пӗтерес ӗҫе мӗн вӑй ҫитнӗ таран хутшӑннӑ. Пурте пӗрле кар тӑрса ӗҫленине пула кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 4 сехетре килсене шыв ҫитнӗ.   


Оксана Верликова, Виктор Степанов