Сӗнтӗрвӑрринчи тӑрӑсӑр юлнӑ ҫурта юсама пуҫланӑ

Уйӑх ҫурӑ ытла - шӑп Ҫӗнӗ Ҫултанпа Сӗнтӗрвӑрринчи Николаев урамӗнчи 89-мӗш ҫуртра пурӑнакансем кашни юр ҫумассерен е ҫанталӑк ӑшӑтмассерен нушаланаҫҫӗ - хваттерсемпе подъездсене шыв анать. 

Рабочисем кунта иртнӗ эрнеренпе ӗҫлеҫҫӗ. Малтан стройматериалсене кӳрсе килнӗ, халӗ тинех юсава пуҫӑннӑ. Подрядчике нарӑс пуҫламӑшӗнче палӑртнӑ. Шупашкарти компанин 900-ре яхӑн тваткал метр лаптӑка юсама тивет. Ҫивиттине ҫӗнӗ технологине пӑхӑнса тӑваҫҫӗ. Миллиметр ҫурӑ хулӑнӑш хальхи йышши материалпа кирек епле ҫанталӑкра та ӗҫлеме пулать. Ӑна кивӗ тӑрӑ ҫийӗн хума йышӑннӑ. Контрактпа килӗшӳллӗн ҫурт тӑррине пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле, подрядчик ӗҫе маларах вӗҫлес тӗллевлӗ. 

Ирина Николаева, Вадим Владимиров