Сӗнтӗрвӑрринчи ҫыранлӑха хӑтлӑх кӳрессипе малалла ӗҫлӗҫ

Вырӑнти пуҫлӑхсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв грантне тивӗҫнӗ проекта хулара пӗлтӗр вӑхӑтлӑ та тӗплӗ пурнӑҫланӑ, анчах уйӑрнӑ укҫа палӑртнӑ мӗн пур ӗҫе тума ҫитеймен. 

Калӑпӑшлӑ юсав хулан историллӗ пайне - Атӑл ҫыранлӑхӗпе ҫывӑхри 2 урама пырса тивнӗ. Пурӑнмалли хӑтлӑ майсем тӑвассипе Сӗнтӗрвӑрри 2020-мӗш ҫулта Раҫҫей конкурсӗнче мала тухнӑ. "Веков связующая нить..." проекта хӑй вӑхӑтӗнче чиновниксемпе архитекторсем тата хула ҫыннисем анлӑ сӳтсе явнӑ. Ҫуран киленсе ҫӳремелли вырӑна пӗлтӗр федераци, республика тата вырӑнти бюджетсен шучӗпе хӑтлӑлатнӑ. Ӑна тирпейлесе ҫӗнетме 55 миллион тенкӗ кайнӑ. Проектпа вара халӑх йышлӑ пулакан лаптӑка ҫӗнӗ сӑн кӗртме 90 миллион кирлӗ. Халӗ кунта ҫӗнӗ тротуар плиткисем сарнӑ, сценӑпа пӗчӗк кӳлепесем вырнаҫтарнӑ, ҫырана ҫирӗплетсе пӗр енне ҫутӑпа тивӗҫтернӗ. Хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Сыройкин каланӑ тӑрах, калӑпӑшлӑ юсава, контрактпа килӗшӳллӗн раштавӑн юлашки кунӗсечне вӗҫленӗ. Сӑмах май, стройматериалсем хакланнине пӑхмасӑр кунта 5 миллион тенке яхӑн перекетлеме пултарнӑ. Ҫак укҫана республика тавӑрса парсан, муниципалитетра малтан палӑртнӑ, анчах сметӑна кӗртмен ӗҫсене тума планлаҫҫӗ. 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов