Рабочисем нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче стройматериалсем кӳрсе килсе ӗҫе пуҫӑннӑ. Тӗплӗ юсав 4 миллион тенкӗ ытларах кайса ларнӑ. Кунта хальхи йышши технологисемпе усӑ курнӑ - милимметр ҫурӑ хулӑнӑш мембрана евӗр сий витнӗ. Ятарлӑ плёнкӑна пӗр-пӗринпе 640 градус таран вӗриленекен фенпа сыпӑнтарнӑ. Хальлӗхе мембрана сийе йышӑнман - пысӑках мар ҫитменлӗхсене тӳрлетмелле. Пуш уйӑхӗ вӗҫлениччен ятарлӑ комисси юсава мӗнле пурнӑҫланине тепӗр хут пахалать. Ҫынсем тинех шыв анни ҫинчен манса каясси пирки шанаҫҫӗ.
Ирина Николаева, Димитрий Макаров