Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Пущӑн Салине кӑвак ҫулӑм ҫитнӗ

Кунта пурӑнакансем ҫак саманта тахҫанах кӗтнӗ. Савӑнӑҫлӑ кун ял ҫыннисене сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ.

Пущӑн Сали пысӑках мар - кунта 52 ҫурт кӑна. Яла газ ҫитересси пирки сӑмах 5 ҫул каяллах пуҫарнӑ. Унтанпа тӑван тӑрӑха таврӑнас текен те нумайланнӑ. Ҫынсене юнашар Атӑл пулни илӗртет. Ҫавӑнпа капмар ҫуртсем ҫӗклене-ҫӗклене ларнӑ. Пущӑнсем газ валеҫекен пӗрлешӗве ҫырупа тухнӑ, укҫа пухма та хирӗҫ пулман.

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов