Канаш районӗнчи Сухайкасси ял тӑрӑхӗ "Халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗшӗн" номинацире палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята вӑл чӑннипех те тивӗҫ. Вырӑнти администраци ял ҫыннисемпе тахҫанах пӗр чӗлхе тупнӑ, кирек мӗнле ыйтӑва та пӗрле татса пама тӑрӑшать. Халӑхпа ҫыхӑну тытма вара хальхи йышши технологисем пулӑшаҫҫӗ. Социаллӑ сетьре, мессенджерта сухайкассисем ятарлӑ ушкӑнсем йӗркеленӗ, унсӑр пуҫне телефон валли "Ӑслӑ Сухайкасси" хушӑм хатӗрленӗ. Сухайкассисем халӑх пуҫарӑвӗн программипе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн Культура çурчĕн иккĕмĕш хутне хăпартнă, çулсене, садике юсанă, пӗве чавнӑ, Çĕнтерÿ аллейине тирпей-илем кĕртнĕ, кану вырăнĕсем тунă тата ытти те. Кӑҫал вара ялта ӑслӑ чарӑну лартнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн тепӗр ҫӗнтерӳҫи - Ҫӗрпӳ районӗнчен. Михайловка ял тӑрӑхӗ "Экономика политики тата укҫа-тенкӗпе усӑ курасси" номинацире мала тухнӑ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров