Республикӑри 40 яхӑн шкулта спорт лаптӑкӗсем е хӑтлӑ картишсем тӑваҫҫӗ

Вӗренӳ ҫулӗ тӗлне шкул ҫурчӗсене кӑна мар, таврари лаптӑксене те йӗркене кӗртмелле. Ку тӗлӗшпе паянхи куна республикӑри 39 пӗлӳ ҫуртӗнче анлӑ ӗҫ пырать. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме Чӑваш Ен бюджетӗнчен 480 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Елчӗкпе Комсомольски тӑрӑхӗсенчи шкулсенче ӗҫсем мӗнле пынипе Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров паллашрӗ.

Лащ Таяпа шкулӗнче вӗренекенсемпе унта ӗҫлекен педагогсем ҫӗнӗлӗхе авӑн уйӑхӗнче туллин хаклама пултарӗҫ. Кунта, уйрӑммӑн илсен, ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗ туса пӗтернӗ. Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме тата физкультура урокӗсем ирттерме хӑтлӑ майсем йӗркеленӗ. Искусствӑллӑ курӑк сарнӑ футбол уйӗ, баскетболпа волейбол вылямалли лаптӑксем тунӑ. Пурӗ 12 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑккаланӑ. Тӗп пайне республика бюджетӗнчен уйӑрнӑ. Подрядчик хӑйӗн тивӗҫне тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. 

Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулта вара ӗҫ вӗрет. Кунта харӑсах 3 бригада тӑрӑшать. Кашни хӑйӗн тивӗҫне пӗлсе тӑвать.

Ку тӗп лаптӑк шутланать. Шкулти тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа, вӑл шутра савӑнӑҫлӑ линейкӑсене шӑпах ҫакӑнта ирттереҫҫӗ. Кунта халӗ асфальт сарма хатӗрленеҫҫӗ: бордюрсем вырнаҫтараҫҫӗ, ҫӗре якатаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗ те тӑваҫҫӗ, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене пӑхӑнса хапхасем лартаҫҫӗ, карта тытаҫҫӗ. Пурӗ ҫакӑн валли 17 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ. 7 миллионӗ - республика хыснинчен.

Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкула та хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Кунта стройпа утма вӗренмелли лаптӑк пулать. Пӗлӳ ҫуртӗнче таврари 18 ялти 535 ача ӑс пухать. Вӑл шутра 4 кадет класӗ. Ҫавӑн пекех кунта спорт кӗтесӗ тӑваҫҫӗ. Унта чупмалли ҫул тата футбол уйӗ пулать. Ӗҫлекенсем ҫителӗклӗ. Студентсен отрячӗ те пулӑшать. Мӗн палӑртнине ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗ тӗлне туса пӗтӗрмелле. Шкул лаптӑкӗсене хӑтлӑх кӳресси - тӗп юсавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ. Дмитрий Захаров министр палӑртнӑ тӑрӑх, 2024-26-мӗш ҫулсем валли Раҫҫей ҫӳтӗҫ министерствине тата 100 ытла шкула ҫӗнетесси пирки заявка панӑ.

Диана Иванова, Святослав Петров