Коммуналлӑ тарифсене ҫулталӑк ҫурӑна ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Пӗлтӗр тӳлевсене ҫулла та, хӗлле те ӳстернӗрен ҫавӑн пек йышӑну тума тивнӗ. Ҫӗнӗ хаксем ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑя кӗреҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра коммуналлӑ тӳлевсем Чӑваш Енри вӑтам кӑтартупа пӗр пек улшӑнаҫҫӗ - 9 тулли те 6 вуннӑмӗш процент. Ҫавах та 11 муниципалитетра хӑш-пӗр тариф самай хакланать. Яланхи пекех ӑшӑшӑн пуринчен ытла тӳлемелле пулӗ. Республикӑри чи пысӑк 2 хулара - Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта - ӑшӑпа тивӗҫтерекен хуҫалӑхӑн чылай пайне концессипе килӗшӳллӗн пӑхса тӑраҫҫӗ.
Тариф мӗн чухлӗ хакланассине ҫак кунсенче ҫирӗплетмелле. Компанипе хула администрацисем халӗ ҫак ыйтӑва татса парассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ӑшӑпа тивӗҫтерекен тӗп предприяти тарифа Шупашкарта 12 тулли те 3 вуннӑмӗш процент хӑпартма сӗнет.
Ҫапла майпа пӗр гигакалори ӑшӑ чи нумаййи 2 пин те 444 тенкӗ пулать, чи сахалли - пин те 600-ре яхӑн. Ҫӗнӗ Шупашкарта тарифа 11 тулли те 8 вуннӑмӗш процент ӳстересси пирки сӑмах пырать. Компанире ҫакӑ газ тата шыв хакланнипе сӑлтавлаҫҫӗ, концесси килӗшӗвӗ тӑрӑх, предприяти ӑшӑ тытӑмӗпе котельнӑйсене юсассине те укҫа уйӑрать.
Ял ҫыннисен те ҫурта хутса тӑнӑшӑн ытларах тӳлемелле пулать. Газ тарифӗ ҫур ҫултан республикӑра 10 процент хакланать, кӑвак ҫулӑмӑн кубла метрӗ 7 тенкӗ те 42 пуса ҫитӗ. Электричество 8 тулли те 9 вуннӑмӗш процент ӳсет. Ҫапла майпа хулара киловатт энергишӗн 4 тенкӗ те 41 пус, ялта - 3 тенкӗрен кӑшт ытла тӑккаланмалла пулӗ.
Сивӗ шывпа канализаци кашни муниципалитетра тӗрлӗрен - ку ресурспа тивӗҫтеркен компанирен килет. Республика тӗп хулинче коммуналлӑ хуҫалӑх тарифсене пӗр хут ҫурӑ ӳстерме ыйтнӑ, анчах кунпа килӗшмен. Малашне Шупашкарта сивӗ шыв тарифӗ 12 процент хакланса кубла метрӗ 26 тенкӗ ҫурӑна яхӑн пулӗ, канализаци -16 процент ӳссе 31 тенкӗрен иртет.
Ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн вара республикӑра пурӑнакансем сахалрах тӳлеме пуҫлаҫҫӗ. Хуласенче ӑпӑр-тапӑр турттарнӑшӑн ҫын пуҫне уйӑхне 72 тенкӗрен сахалрах, ялсенче - 57 тенкӗ ҫурӑн яхӑн кӑларса хумалла пулӗ. Ҫӗнӗлӗх ҫитес уйӑхран вӑя кӗрет. Тариф службинче коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсем вӑтамран мӗн чухлӗ хакланма пултарнине шутласа кӑларнӑ.
3 ҫынтан тӑракан ҫемьен, енчен те вӑл 54 тӑваткал метр ҫурт-йӗрте пурӑнать пулсан, ялта 460 тенкӗ ытларах тӳлеме пуҫлать. Палӑртса хӑвармалла кунта газ, электричество тата ҫӳп-ҫап илсе тухнине шутланӑ. Хулара пурӑнакансен коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен шучӗ те анлӑрах, шыв кӗрсе-тухнӑ тарифа та тӗпе хумалла. Ҫапла майпа хулари кил-йыш 477 тенкӗ нумайрах тӳлет. Тарифсем ӳснине тимиҫе сӑлтав витӗм кӳнине палӑртаҫҫӗ.
Чӑн малтан энерги ресурсӗсем хакланни, компанисен коммуналлӑ инфраструктурӑна пӑхса тӑнипе тата ҫӗнетнипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене те шута илмелле. Республикӑра коммуналлӑ тӳлевсене саплаштарма пулӑшакан майсем те пур. Компенсаципе субсидисене федераци шайӗнчи ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракансем, 70-80 ҫула ҫитнисем, ялти специалистсем, 4 е ытла ача ҫитӗнтерекенсем тата енчен те ҫемье тупӑшӗн 22 проценчӗ коммуналлӑ тӳлеве каять пулсан илме пултараҫҫӗ. Кӑҫал ҫапла майпа 250 пин ҫынна пулӑшу кӳнӗ.
Ирина Николаева, Игорь Ульянов