Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Мускавра ҫӗршывӑн строительство министрӗпе Ирек Файзуллинпа тӗл пулнӑ

Вӗсем Чӑваш Ен хутшӑннӑ Раҫҫей Президенчӗн программисене пӑхса тухнӑ. Тивӗҫлӗ проектсем сӗнсе вӗсене Мускавра хӳтӗлейсен, ҫитес пилӗкҫуллӑхра пирӗн республикӑна тӗп хуларан 7 миллиард тенкӗлӗх субсиди килме пултарать. 

Тӗлпулура Олег Николаев Раҫҫейӗн строительство министрне Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫ пӗр тикӗс пыни ҫинчен пӗлтерчӗ. "Малтан палӑртса хунӑ плана ҫулталӑк вӗҫлениччен тултараймас хӑрушлӑх ҫук", - терӗ вӑл Ирек Файзуллина. Сӑмахран, "Пурӑнмалли кил-ҫурт" федераци проекчӗпе республикӑра 2 пин сӗм тӑлӑх ачана хваттер памалла. Черет ӳссе ан кайтӑр тесе, регион Пуҫлӑхӗ килес пилӗкҫуллӑхра ҫулсерен ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ 450 ачана кил-ҫуртлӑ тӑвасшӑн. Ку йывӑрлӑха федераци пулӑшӑвӗсӗр татса пама май ҫук. Ҫавӑн пекех курнӑҫура хулари ҫурта кӗрекен тата тухакан шыв ыйтӑвне те ҫӗклемелле пулчӗ: Шупашкарта темиҫе насус станцийӗнче техника хатӗрӗсене тӗпрен юсаса ҫӗнетмелле. Ун валли 3 миллиард та 200 миллион тенкӗ хушма укҫа кирлӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑра Хӗллехи спорт центрне туса пӗтермелле.

Марина Карягина, Сергей Емельянов