Регион управленийӗн центрӗнче тариф ыйтӑвӗсемпе «тӳрӗ лини» иртрӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене индексациленӗ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш квитанцисене илчӗҫ. Правительство йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, хаксем 9 процента яхӑн ӳснӗ. Ҫынсем кӑмӑлсӑрланма пултарнине кура, яваплӑ ведомствӑсен ертӳҫисем интернетра «тӳрӗ лини» ирттерчӗҫ. 

Регион управленийӗн центрӗнче социаллӑ тытӑмсенче ку е вӑл ҫитменлӗх пирки ҫырнисене асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Унти специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, чи ҫивӗч ыйтусен йышӗнче пурӑнмалли коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннисем 3-мӗш вырӑнта. Пӗрремӗшӗнче - ҫул-йӗр юсасси, иккӗмӗшӗнче - йӗри-тавралӑха тирпейлесси. Кӑрлач уйӑхӗнче, сӑмахран, республика ҫыннисем шӑтӑк-путӑкпа ҫулсене тасатманни пирки 800-е яхӑн ҫыру янӑ интернетра. Коммуналлӑ тарифсемпе кӑмӑлсӑрланакансем сахалрах пулнӑ - ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 25 ыйту пӑхса тухнӑ. 

"Вконтакте" социаллӑ тытӑмра иртнӗ тӳрӗ линие "Чувашская Республика" ушкӑнри 500 ытла ҫын тимлерӗ. Тарифсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татах юлнӑ пулсан - "хӗрӳ лини" телефонӗпе шӑнкӑравлама пулать. Кашнине ҫийӗнчех тивӗҫлӗ хурав пама тӑрӑшӗҫ. 

Алена Артемкина, Евгения Зиновьева, Екатерина Янгалакова