Пая кӗрсе улталаннисене пулӑшасси - патшалӑхӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсенчен пӗри

Ку тӗллевпе строительство министерстви час-часах ҫурт тӑвакан пӗрлешӳсемпе тата хваттер туянса пая кӗнисемпе тӗлпулусем йӗркелет. Хальхинче ятарлӑ ушкӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 3 объектра пулчӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнчи 6-мӗш ҫурта 2015-мӗш ҫултах тума пуҫланӑ. Планпа килӗшӳллӗн, ӑна 19-мӗш ҫулта хута ямалла пулнӑ. Анчах та пая кӗрсе хваттер туяннӑ 93 ҫын паян кун та ҫӗнӗ ҫурта ӗмӗтӗнче кӑна курать. 2020-мӗш ҫулта ку объекта ятарлӑ реестра кӗртнӗ. Нушаллӑ ҫурта халӗ СМУ-58 компани туса пӗтермелле. Уншӑн ӑна химиксен хулинчех ҫӗнӗ ҫуртсем лартмашкӑн 3 гектар ытла ҫӗр уйӑрса панӑ. Шупашкарти Соляное тӑкӑрлӑкри 5 мӗш позицире те ӗҫ вӗрет. 2017-мӗш ҫултах хута ямалла пулнӑ ҫурта патшалӑх пулӑшӑвӗпе ҫитес ҫул туса пӗтересшӗн. Кӑҫал пӳртӗн кӑшкарне ҫӗклесе ӑшӑ ярса ӗлкӗрмелле. 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов