Патӑрьелте ҫивӗч ыйтӑва ниепле татса параймаҫҫӗ

Таса мар каяш хӗлӗн-ҫӑвӗн тавралӑха варалать. Канализаци тытӑмӗ юрӑхсӑра тухни ял-йыш пурнӑҫне чӑтмалла мар тӑвать. Район центрӗпе юнашар ялсем 5-мӗш ҫул шӑршлӑ та сиенлӗ шывсене пула нушаланаҫҫӗ. 

Ялти сывлӑш сӑмсана ҫурса кӑмӑла пӑтратать, ҫири тума ҫапать. Кунта тӑма май ҫук - чӑтмалла мар шӑрша хӑнӑхаймастӑн. Ҫак каяш юххи Патӑрьеле пырса кӗнӗ ҫӗртех юхса выртать. Вӑл яланах ҫапла канализаци пуссинчен тапса тӑрать, ӑнлантарать халӑх фрончӗн хастарӗ Светлана Ляллина. Ҫакнашкал тасамарлӑх кӳлленчӗкӗсем чылай тӗлте пур. Канализаци тытӑмне район цӗнтрӗнчи пур социаллӑ ҫурта, суту-илӳпе производство объекчӗсене тата ялти хваттерсене сыпӑнтарнӑ. 2010-мӗш ҫулта Патӑрьелте хута янӑ каяшсене тасатмалли сооружени хӑвӑрт юрӑхсӑра тухнине пытармаҫҫӗ администрацинче. Ҫапах та юхӑннӑ канализаци тытӑмне улӑштарма укҫа ҫук, теҫҫӗ пуҫлӑхсем. 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов