Ку ҫурта тунӑ чухне пая кӗрсе улталаннисен 5 ҫул каяллах алла хваттер уҫҫисене илмелле пулнӑ. Анчах 2015-мӗш ҫулта ӗҫе пуҫӑннӑ подрядчик панкрута тухнӑ. Пуҫланине вӗҫлеме, тӗрӗсрех каласан мӗн тунине тӗпрен улӑштарма, Хусанти компани пуҫӑннӑ. Ҫак монолит конструкцисене 6 ҫул ларнӑ хыҫҫӑн экспертиза малашне усӑ курма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Ҫавӑнпа никӗсӗ таранах сӳтсе ҫӗнӗрен хӑпартма пуҫланӑ. Свайӗсем те пулин сыхланса юлччӑр тесе чылай ӗҫе алӑ вӗҫҫӗн тунӑ. Объекта хута ярас вӑхӑта та куҫарнӑ. Хуҫисене хваттер уҫҫисене 2023-мӗш ҫулти ҫӗртме уйӑхӗнче пама палӑртнӑ.
Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Святослав Петров