Красноармейски тӑрӑхӗнчи темиҫе ялта пурӑнакансен шыв ыйтӑвӗ татӑлнӑ

Кӗвентепе шыв йӑтас е ҫырмара япала чӳхес нуша тинех пӗтнӗ. Халӗ пӳртри крана пӑран та - витресем тулаҫҫӗ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи чылай яла ҫак ырлӑх ҫитнӗ, ҫав шутра тимеҫе кил ҫеҫ пурӑнаканнисем патне те.  Унчченхи башньӑсемпе  пӑрӑхсем  юрӑхсӑра тухнӑран, ял-йыша пачах та шывсӑр тӑрса юласси шиклентернӗ. Ҫапах та хӑйсем ҫине тӑнипе ҫак йывӑрлӑха татса пама пултарнӑ.

Пӗр хушӑ хулара пурӑннӑ Кирилловсем ялта та кранран шыв юхасси пирки ӗмӗтленме ҫеҫ пултарнӑ. Ватӑлнӑ ҫемӗн ҫывӑхри колонкӑна кайса килесси пушшех йывӑрланнӑ.

Ӗҫме, апат пӗҫерме, чашӑк-тирӗк е япала ҫума шыв яланах ал айӗнче. Мунчана та килӗнчен шлангпа тултарарҫҫӗ, ҫулла пахча шӑварма та меллӗ. Ҫур ҫул каялла кунта ҫак ырӑлӑх ҫитнӗ, халӗ пурнӑҫ самай ҫӑмӑлланнишӗн савӑннине пытармасть тивӗҫлӗ канури Жанета Вячеславовна.

Шыв кӗртнӗренпе килти хӑтлӑх пирки шутлаҫҫӗ. Чӑн малтан кӗпе-тимтир ҫӑвакан машин илсе вырнаҫтарнӑ. Душевой тума та палӑртаҫҫӗ.

Чылай тӗлти пекех шыв тытӑмне кунта совет саманинчех  хута янӑ, ял-йыш урамсенчи колонкӑсемпе усӑ курнӑ. Анчах ҫак хушӑра башня та, пӑрӑхсем те юрӑхсӑра тухнӑ. Пӗр май сапласа юсани пулӑшман. Маларах башньӑна улӑштарма май килнӗ. Пӗлтӗр вара ялта пурӑнакансемпе канашласа пӑрӑхсене те ҫӗнетме пултарнӑ. Ӗҫе халӑх пуҫарӑвӗн программипе усӑ курса тунӑ. Шыв тытӑмне юсасси 6 миллион та 250 тенке яхӑн кайса ларнӑ, 10 процентне ял-йыш саплаштарнӑ. Ытларах пайне республика тата вырӑнти бюджетран уйӑрнӑ. Проектпа смета хучӗсене Красноармейскинчи хастар Александр Филиппов инженер тӳлевсӗрех хатӗрлесе панӑ.

Башня 3 юнашар яла - Шупуҫне, Вӑрманкаса тата Туканаша шывпа тивӗҫтерет.  Вӗсенче 6 ҫухрӑм пӑрӑх улӑштарнӑ.  Ҫапла майпа 100 киле тата лавккана шыв ҫитернӗ. Ялсем пӗчӗк пулин те, халӑх пуҫарӑвӗн программи хӑйсен нушине татса памалли шанӑҫ тесе шутлаҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Уйрӑммӑн киле шыв кӗртес пулсан, самай хака ларни паллӑ. Туканашра, сӑмахран, пӗтӗмпе те 15 ҫуртран ытлашши мар, 5-шӗнче ҫеҫ хӗлӗн-ҫӑвӗн пурӑнаҫҫӗ, ыттисенче - ҫу каҫаҫҫӗ кӑна, анчах чылайӑшӗ программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Шывпа усӑ курнӑшӑн тариф  ҫирӗплетнӗ: ҫын пуҫне уйӑхсерен 50 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Выльӑх усракансен те хӑйсен виҫи - калӑпӑр, кашни ӗнешӗн 50, сыснашӑн 15 тенкӗ пӑхса хунӑ. Ҫак укҫа шыв башнине электричествопа тивӗҫтернӗ тӑкаксене саплаштарма каять.

Икӗ ҫулта Краснорамейски тӑрӑхӗнчи 89 ялтан 20 ытларахӑшӗнче шыв тытӑмне ҫӗнетме тӗллев лартнӑ.

Ирина Николаева, Игорь Ульянов