Киввисем вырӑнне пластик чӳречесем

Калӑпӑшлӑ юсав пыракан Граждан урамӗнчи ҫулран 30 метртан аякра мар вырнаҫнӑ ҫуртсенче чӳречесем улӑштараҫҫӗ. Киввисем вырӑнне пластик кантӑксем лартаҫҫӗ. Ҫакӑ хваттерсенче пурӑнакансене ытлашши шавран, тусанран сыхланма май парӗ. Пурӗ списока 15 ҫурт кӗнӗ. 

Альбина Музякова Граждан урамӗнчи 60-мӗш ҫуртра 80-мӗш ҫулсенче тӗпленнӗ. Ҫак хушӑра хваттер чӳречисем кивелсе ҫил яма та пуҫланӑ. Кӗркуннепе хушӑксене питӗрсе ҫыпӑҫтарма тивнӗ, сӑрӑпа витсе ҫӗнетсех тӑнӑ. "Хамӑр тӗллӗн улӑштарма укҫа-тенкӗ те ҫитереес ҫукчӗ", - тет хӗрарӑм. Пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫре йывӑрлӑхсемсӗр те мар, паллах. Кивӗ ҫуртсенче кантӑк пысӑкӑшӗ те пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрать. Кашнине уйрӑммӑн виҫмелле. Апла пулин те строительсем яваплӑха туйса, вӑхӑта сая ямасӑр хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров