Хӗле ҫуллах хатӗрленме пуҫланӑ

Ҫулсене пӑхса тӑракансем хӗле хатӗр-и? Техника юсавлӑ-и? Ҫакна тӗрӗслес тӗллевпе тӗп хулари "Дорэкс" предприятире ятарлӑ курав иртрӗ.

Машинсене тӗплӗн тӗрӗсленӗ, кивӗ пайсене ҫӗнетнӗ. Куравра тракторсене, грейдерсене, юр тасатакан ытти техникӑна курма пулчӗ. Сӑмах май, кӑҫал пӗрлешӳ автопаркӗ пуянланнӑ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 4 трактор тата асфальтоукладчик туяннӑ. Пӗтӗмпе пӗрлешӳре 139 ятарлӑ техника. Вӑл тӗп хулари 4 миллион тӑваткал метр ҫул-йӗре пӑхса тӑрать. Ӗҫ лаптӑкӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫал рабочисем "Ҫӗнӗ Хула" тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи ҫулсене те юртан тасатса тӑрӗҫ. 

 


Елена Дмитриева, Семен Антонов