3 хутлӑ ҫурта 2020-мӗш ҫулта юпа уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александ Куликов каланӑ тӑрӑх, ӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗ тӗлнех хатӗрлесе ҫитернӗ. Анчах та сатике паха шывпа тивӗҫтерессипе ытларах ӗҫлеме тивнӗ, ҫавӑнпа объекта каярах хута янӑ. Ӑна "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ. Учреждение хальхи йышши вылямалли хатӗрсемпе, тӗрлӗ теттепе тивӗҫтернӗ. Спорт залӗнче велотренажерсем вырнаҫтарнӑ, баскетболла выляма пулать. Кунта ачасене пӗчӗкрен спортпа туслӑ пулма хӑнӑхтарӗҫ. Сатикре бассейн та пур. Унта ачасем ишсе сывлӑхне ҫиреплетӗҫ. Сатик хута кайни чылай ҫемьен пурнӑҫне ҫӑмӑллатӗ.
Алена Артемкина, Виктор Степанов