Ӗҫе хаклани хавхалантарать

Шупашкарта ҫурт картишне тирпейлекенсене кашни уйӑхра чыслаҫҫӗ. Мускав районӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ паллашрӗ.

Конкурса дворниксем 8 управляющи компанирен хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫне комисси хакланӑ хыҫҫӑн, виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ. 3-мӗш вырӑна ҫуртсене пӑхса тӑракан "Ниди" пӗрлешӳри Галина Крашенинникована пама йышӑннӑ. "Озон" компанире тӑрӑшакан Регина Романова 2-мӗш пулчӗ. "Кӑрлач уйӑхӗнчи чи лайӑх дворник" ята вара "Мирный-1" компанире вӑй хуракан Светлана Семенова тивӗҫрӗ. Вӗсене укҫан хавхалантарсси ҫинчен калакан сертификатсем пачӗҫ - вырӑнӗсене кура 5, 10 тата 15 пиншер тенкӗ. 

 

Леонид Петров, Диана Иванова, Игорь Ульянов