Ҫурт картишне пӗрлехи вӑйпа юсанӑ

Спорт площадкипе ача-пӑча вылямалли лаптӑк тунӑ, машин тӑратмалли хушма вырӑнсем йӗркеленӗ, ҫула ҫӗнетнӗ, тротуар сарнӑ. Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчи 47-мӗшпе 51-мӗш ҫуртсен картишне Чӑваш Республикин Указӗпе килӗшӳллӗн хӑтлӑлатнӑ.

Халӗ ҫак лаптӑк - ачасен чи юратнӑ вырӑнӗ. Кунта чуччусемпе карусельсем, ҫӗнӗ йышши вӑйӑ хатӗрӗсем вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех картишӗнче спорт площадки те тунӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем валли ку пысӑк парне. Ҫак транажерсем ҫинче халӗ ҫамрӑксем те, ваттисем те шӑм-шака ҫемҫетеҫҫӗ. Ҫурт картишӗ палӑрмаллах улшӑнчӗ, - теҫҫӗ кунта пурӑнакансем. 

 


Елена Дмитриева, Виктор Степанов