Тумла пӑрӗсем ялан пулнӑ, ҫапах та кӑҫал вӗсем уйрӑмах нумай. Ҫакна регион управленийӗн центрӗнчи кӑтарту та ҫирӗплетет. Иртнӗ хӗл ку ыйтупа социаллӑ тытӑмсем тата патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗ урлӑ 9 обращени йышӑннӑ пулсан, хальхинче - 65. Хӗл вара вӗҫленмен-ха. Ытларах юр-пӑр пирки Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче тата Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакансем пӗлтереҫҫӗ. Специалистсем ыйтӑва кӗске вӑхӑтра татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Ятарласа "Стоп, лёд" акци йӗркеленӗ. Хӑш вырӑнта юр, тумла пӑрӗ нумай - ҫавна ӳкерсе илсе ятарлӑ хештегпа социаллӑ сетьре вырнаҫтармалла. Ҫитменлӗх пирки управляющи компанисене асӑрхаттараҫҫӗ.
Диана Иванова, Димитрий Макаров