Ҫывӑх кунсенче ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗ Муркаш районӗнче пурӑнакансем патне ҫитмелле. Газификаци программи малашне те пурнӑҫланса пырӗ. Экономика аталанӑвӗн министерствинче ҫитес ҫулхи ӗҫ графикне хатӗрлеҫҫӗ. Халӗ ведомствӑра район администрацийӗсенчен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Паянхи куна 2022-мӗш ҫулта 679 ял-хулари килсене кӑвак ҫулӑм ҫитерме палӑртнӑ. Газ кӗртес текенсенчен заявкӑсене паянхи кун 50 вырӑнта йышӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне документа газ валеҫекен организацин сайчӗ е газификаци операторӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ яма пулать.
Леонид Петров, Елена Михайлова, Игорь Ульянов