Комисси малтанах тӗп котельнӑйӗнче чарӑнчӗ. Ку объект Канаш хулине ӑшӑпа 1977-мӗш ҫултанпа тивӗҫтерет. Ҫур ӗмӗре яхӑн ӗҫленӗскер вӑл самай кивелнӗ. Ҫавӑнпа тӗп юсав кирлех пулнӑ. Унччен котельнӑй кӑмрӑкпа тата мазутпа ӗҫленӗ. 1999-мӗш ҫулта ӑна ҫут ҫанталӑк газӗ ҫине куҫарнӑ. Сивӗсем пуҫланиччен кунта пӑрӑхсене улӑштарӗҫ, ҫурт тӑррине ҫӗнӗрен тӑвӗҫ. Комисси хальхи объектсене те тӗрӗслерӗ. Сӑмахран, ку котельнӑя 9 ҫул каялла хута янӑ. Ӑна инвестици программипе килӗшӳллӗн хӑпартнӑ. Унччен таврари ҫуртсене Канашри вагон юсакан завод ӑшӑпа тивӗҫтернӗ. Предприяти ҫак тивӗҫе пӑрахӑҫласан уйрӑм котельнӑй тума тивнӗ.
Хальхи вӑхӑтра специалистсем хатӗрсене тасатаҫҫӗ. Ку тӑрӑхра шыв хытӑ пулнӑран, пӑрӑхсем лӗкӗленсе лараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене тӑтӑшах тасатма тивет. 10 ҫулта хулара ҫакнашкал 6 котельнӑй хута янӑ. Вӗсен лайӑх енӗсене канашсем туйса илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Комисси ҫавӑн пекех "Водоканал" производство лаптӑкне ҫитсе курчӗ. Хулана вӑл талӑкне 3 пин кубла метр шывпа тивӗҫтерет. Пысӑк ҫитменлӗхсем ҫук пулин те, кунта профилактика ӗҫӗсене пӑхса хунӑ.
Комисси ҫывӑх вӑхӑтра ытти муниципалитетри коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене те тӗрӗслӗ. Тӗп тӗллевсенчен пӗри, паллах, сивӗсем ҫитиччен котельнӑйсене кирлӗ пек хатӗрлесе ҫитересси, Чӑваш Енре пурӑнакансене хӗл кунӗсенче хӑтлӑхпа тивӗҫтересси.
Леонид Петров, Дарья Петрова, Игорь Ульянов