Ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн республика ҫыннисен ытларах тӳлемелле пулать

Кун пирки калакан Указа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӑларнӑ. Ӑна йышӑннӑ чухне Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ тӳлев виҫине ӳстермелли индекса шута илнӗ. 

Ҫак кӑтарту 10,7  процентпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах  вӑл 4,8 процент чухлӗ уйрӑлса тӑма пултарать. Ҫавна май коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен тӳлевӗн виҫи муниципалитетсенче расна пулӗ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансемшӗн вӑл 13 ҫурӑ процентран иртмӗ. 10 муниципалитетшӑн ҫак индекс 10,7 процент пулӗ. Тӗслӗхрен, ялта пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте электричествӑшӑн, газшӑн тата ӑпӑр-тапӑра турттарса тухнӑшӑн  пӗр ҫын пуҫне 298 тенкӗ те 25 пус нумайрах  тӳлемелле пулать. Ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен 1 кубла метр газшӑн 8 тенкӗ те 16 пус кӑларса хума тивӗ. Электричество хакӗ те ӳсет.  
Йӑлари хытӑ каяшсене турттарса тухасси те хакланать. Тариф 5 процент чухлӗ ӳсет. Ялти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен 60 тенкӗ те 90 пус, хуларисен - 73 тенкӗ те 16 пус, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче тӗпленнисен 62 тенкӗ те 73 пус тӳлемелле пулать.  Чӑваш Республикин конкурентлӑ политикипе тарифсен патшалӑх службинче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӑпӑр-тапӑра илсе кайнӑшӑн тӳлемелли хаксем Атӑл тӑрӑхӗнчи  федераци округӗнче чи йӳннисем. 

Екатерина Фомина