Ҫӗнелнӗ картишсем ватти-вӗтти таранах илӗртеҫҫӗ

Шупашкарта кӑҫал хулана хӑтлӑх кӳмелли программӑпа килӗшӳллӗн 22 ҫурт картишне илемлетнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗнпе - Гагаринпа Гузовски урамӗсенчи ӗҫсемпе Олег Николаев паллашрӗ.

Гузовски урамӗнчи ҫуртсен картишӗсем кун пек калӑпӑшлӑ юсав халиччен курман. 40 теҫетке ҫул хушшинче кунти ҫулсем самай юхӑнма ӗлкӗрнӗ. Вырӑн-вырӑнпа паян кунчченех тротуар та пулман, машин лартмалли вырӑнсем ҫитмен. Ҫак улшӑнусем пирки халӑх хӑй сасӑланӑ. Кӑҫал ҫурт картишне 11 миллион тенкӗлӗх илем кӳнӗ. Вӑл шутран пӗр процентне кунта пурӑнакансем хӑйсем тӳленӗ. Ҫӗнелсе савӑнӑҫлӑ саспа тулнӑ ҫурт картишӗ кунта пурне те илӗртет. Уҫӑлса ҫӳренӗ май ватти-вӗтти таранччен ҫак тренажерсем патне туртӑнаҫҫӗ.

 

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Виктор Степанов