Ҫӗмӗрлере пурӑнакансене килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем канӑҫ памаҫҫӗ

Тапӑнни те пулнӑ. Хула ҫыннисем чӑннипех те инкек пуласран шикленеҫҫӗ. 

Ҫак путвалта килсӗр анчӑксем хӑйсем валли ӑшӑ вырӑн тупнӑ. Урицкий урамӗнчи виҫҫӗмӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫакӑнпа ҫырлахасшӑн мар. Кӗрт йыттисене пӗрре мар хӑвалама хӑтланнӑ. Ҫурта пӑхса тӑракан компанирен те пулӑшу ыйтнӑ. Специалистсем путвал шӑтӑкӗсене хӑмапа хупланӑ, анчах та йытӑсене ҫакӑ чарман. Ҫапкаланчӑк чӗрчунсем урамра та хӑйсене ирӗккӗн туяҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗмӗрлесем килтен туя-патаксӑр тухмаҫҫӗ. Анчӑксене шеллекенсем те пур. Выҫӑскерсем ҫӳп-ҫап контейнерӗсем патне апат шыраса килеҫҫӗ. Ҫакӑ чылайӑшне килӗшмест. 

Вероника Павлова, Виктор Степанов