Ҫӑтмахри пек ҫул хӑҫан пулать? 

Шупашкарти Кӳлемӗшри пин-пин ҫутӑпа ялкӑшакан кӗпер ҫынсене савӑнтарма пӑрахнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫӗршывӗпех паллӑ. 

Хальлӗхе кунта пачах урӑхла ӳкерчӗк. Тӗттӗм, ҫӳреме те хӑратпӑр, теҫҫӗ хула ҫыннисем. Малтан кӳлемӗшри кӗпере ҫутатакан гирляндӑсем 9 ҫухрӑм пулнӑ, халӗ вара хунарсене ҫеҫ хӑварнӑ. Кӳлемӗшрен "Анне" палӑкӗ енне хывнӑ кӗпер ултӑ ҫул каялла чапа тунӑ. Ӑна Раҫҫейри чи вӑрӑм ҫутӑ туннелӗ тесе палӑртнӑ. Вӑл 70 пин хунарпа ялкӑшнӑ. Шупашкарти илемлӗхпе киленме туристсем ятарлса ытти регионсенчен те килеҫҫӗ. Хула администрацийӗнчен пире пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер ҫинчи гирляндӑна ӗҫлеттерме пандемие пула пӑрахӑҫланӑ, иккен. Ҫапах та Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче кунта ҫутӑ пуласса шантараҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Димитрий Макаров, Виктор Степанов