20 ҫула яхӑн иртсен ҫивӗч ыйту татӑласса шанаҫҫӗ

Шупашкарти "Байконур" микрорайонта нихӑҫан та ҫутӑ хунарӗсем пулман. Ҫавӑнпа ҫынсен урамра тӗттӗмре ҫӳреме тивет. Вӗсем таҫта та хӑйсен нушипе ҫитнӗ, чылай кӗтнӗ хыҫҫӑн тинех йывӑрлӑха пӗтерме май килнӗ. Микрорайона ҫутӑпа тивӗҫтерме 18 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ӗҫе тӑвакана та суйланӑ. Ҫавах ҫурт-йӗр хӑпартаканран кунта ытти ҫитменлӗх те юлнӑ.

Ҫуллахи каҫсенче те уҫӑлса ҫӳреме шикленӳллӗ. Хӗлле вара каламалли те ҫук - ӗҫе е шкула тул ҫутӑличчен каймалла, каялла та тӗттӗмре таврӑнма тивет, теҫҫӗ "Байконкур" ҫыннисем. Пӗтӗмӗшле микрорайонта 5 пине яхӑн ҫын пурӑнать, ачаллӑ ҫемье нумай. 

Ҫуртсем ҫинче вырнаҫтарнӑ лампӑсем пӗчӗк лаптӑка ҫеҫ ҫутатаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне прожекторсене пӑхса тӑнӑ тӑкаксене хваттер хуҫисем саплаштараҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра лару-тӑру улшӑнасса шантараҫҫӗ тӗп хула администрацийӗнче. Шупашкар бюджетӗнчен "Байконура" ҫутӑпа тивӗҫтерме укҫа уйӑрма йышӑннӑ. 

Подрядчике ӗҫе малтан палӑртнинчен йӳнӗрех тума палӑртать. Проектпа килӗшуллӗн, микрорайонӑн кашни кӗтесӗнче хунарсем вырнаҫтармалла. 105 юпа ҫинче 130 хатӗр пулӗ. Пӗтӗмӗшле 2 ҫухрӑм ытла ҫутӑ кабелӗ тӑсмалла, хӑш-пӗр тӗлте пралуксене ҫӗр айӗнчен яма палӑртаҫҫӗ. Тытӑма ҫывӑхри подстанци ҫумне сыпӑнтарасшӑн, ҫапла майпа кунта пурӑнакансен урамри ҫутӑшӑн тӳрремӗн тӳлемелле пулмасть. "Байконкурта" 2000-мӗш ҫулсен варринче хваттерсем тума пуҫланӑ, ҫак хушӑра 9 ҫурт ҫӗкленӗ. 

Анчах микрорайон аталаннӑ ҫемӗн йывӑрлӑхсем те капланса пынӑ. Кунта урамра ҫутӑ тытӑмне йӗркелеменни кӑна мар. Ача-пӑча лаптӑкӗсем туман, ҫурт картишӗнчи ҫулсем пулман, йӗри-тавра ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртнӑ. Ҫакна пӗтӗмпех ҫурт-йӗре хӑпартакан компанин пурнӑҫламалла пулнӑ. Вӑл ҫука тухсан вара пӗтӗм йывӑрлӑх хула ҫине тиеннӗ, ӑнлантараҫҫӗ вырӑнти пуҫлӑхсем. Ӗҫе васкатма 4 ҫул каялла халӑх фрончӗ ҫине тӑнипе прокуратура Шупашкар администрацине сута та панӑ. Унтанпа микрорайона хӑтлӑх кӗртессипе чылай ӗҫ тунӑ. 

Ҫывӑх вӑхӑтра подрядчик ҫутӑ тытӑмне тума пуҫлать. "Байконурта" юпа уйӑхӗччен урамри хунарсен ӗҫлеме тытӑнмалла. Кунта пурӑнакансем вара хула влаҫӗ тата тепӗр йывӑрлаха та тимлӗх уйӑрасса шанаҫҫӗ - микрорайона кӗрсе тухмалли ҫул ванса пӗтнӗ, ҫакӑ та ҫынсене чӑрмав кӳрет. 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов