Вӗсем мӗнле ҫӑмӑллӑх кӳнипе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Вӑрнар муниципалитет округӗнчи Пуканкассипе Кӑмаш ялӗсене ҫитсе паллашрӗ.
Ҫак станцисене кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ҫеҫ хута ямалла пулнӑ, анчах та ӗҫе маларах вӗҫлеме май килнӗ. Вӗсене ҫыхӑнтарма 15 ҫухрӑма яхӑн оптика линийӗ хывнӑ. Халӗ ял ҫыннисем пӗр чӑрмавсӑрах интернетпа тата телефон ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Кӑмашсем ҫакӑншӑн питӗ хӗпӗртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен хальхи саманара интернет ӗҫре те, вӗренӳре те, кулленхи пурнӑҫра та куллен кирлӗ.
Пуканкасси ялӗнче пурӑнакансем те пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа лайӑх ҫыхӑну пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Вӗсем ку таранччен телефонпа та чӑрмавсӑр калаҫма пултарайман. Ял ҫыннисем ӗҫре те, канура та хастар. Вӗсен обществӑлла тата хӗрарӑмсен канашӗсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Интернетпа усӑ курса вӗсем малашне тата пысӑкрах тӗллевсем пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Цифра аталанӑвӗн министерствипе "Ростелеком" пӗрлешӳ ҫакӑнпа чарӑнса ларасшӑн мар. Ҫитес вӑхӑтра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет Шупашкар тата Муркаш тӑрӑхӗнчи виҫӗ яла ҫитмелле.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров