Туристсен йышӗ Шупашкарта ҫулла, паллах, палӑрмаллах ӳсет. Чылайӑшӗ кунта отпуск ирттерме кӑмӑллаҫҫӗ, ятарласа ҫул ҫӳревпе килекен те нумай. Туризм аталанӑвӗн агентствин кӑтартӑвӗпе, хӑнасем поездпа, самолетпа е пӑрахутпа пӗр пек усӑ кураҫҫӗ. Пӗлтӗр республикӑна 674 пине яхӑн турист килнӗ, кӑҫал ҫак йыш чылай нумайрах пуласса кӗтеҫҫӗ. Шупашкарта хӑнасене уйрӑмах Хӗрлӗ Тӳрем, Юханшыв порчӗ тата "Амазони" парк илӗртет. Ҫак илемлӗ вырӑнсенче сӑн ӳкерӗнес, ӑна ҫийӗнчех социаллӑ сете кӑларса хурас тесен, ҫыхӑну пахалӑхӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавна май МТС компани хатӗрсене ҫӗнетнӗ тата хушма оборудовани вырнаҫтарнӑ. Пӗрлешӳ директорӗ Нина Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ туристсем кӑмӑллакан лаптӑксенче те интернет ҫыхӑнӑвӗн хӑвӑртлӑхӗ ҫителӗклӗ. Ҫакӑ инҫет мелпе хутшӑнма кӑна мар, сӑмахран, ҫӑмӑллӑнах такси чӗнме, пурӑнмалли кӗтес шырама май парӗ.
Владимир Тимофеев, Дарья Паскарюк, Андрей Шоклев.