Тӑвайӗнче тӗплӗ юсав хыҫҫӑн "культура вучахӗ" ялкӑшма пуҫларӗ 

Тӑвай районӗн культура ҫуртне пӗлтӗр Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ май ҫӗнетеме пуҫланӑ. Кӑҫал юсава "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн малалла тӑснӑ. Пурӗ 29 миллион тенкӗ ытла усӑ курнӑ. 

Тавайсене уявпа саламлама Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитрӗ. Вӑл культура ҫуртӗнчи пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ҫакӑнтах районти вулавӑшсен тӗп тытӑмӗ вырнаҫнӑ. Сӑмах май, ӑна та иртнӗ ҫул тӗплӗ юсанӑ. Ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа, кӗнекесемпе тивӗҫтернӗ. Культура ҫуртӗнчи уявсем ирттермелли залра 300 ҫын вырнаҫма пултарать. Ларкӑчсене улӑштарнӑ, мачча-стенана сӑрласа йӗркене кӗртнӗ. Районти культура ҫурчӗ палламалла мар улшӑннине палӑртаҫҫӗ тӑвайсем. Ӑна 1979-мӗш ҫулта тунӑ. Унтанпа тӗпрен пӗрре те ҫӗнетмен.

Алена Артемкина, Михаил Солин